Хăйне (хăй) асла [мăнна, пысăка] хур ставить себя высоко, быть высокомерным, быть высокого мнения о себе, мечтать, мнить о себе высоко [много]; син.: пуçа каçăрт, пуçа çӳле хур.
Малтан хăйне асла хуракан кайран кĕçĕн пулнă, Ваттисен сăмахĕсем. — Асту, Хриссан, хăвна ытла мăнна хуратăн. А. Артемьев. Аркадий вара, мĕн ачаран хăйне хăй мăнна хума хăнăхнăскер, юратура та ыттисенчен уйрăлса тăрасшăн пулнă. Э. Волошина. — Хăвна ху пысăка хуратăн эс, Нина, — пăлханса каларĕ Ванькка. К. Петров. Тен, хурать [Петĕр] хăйне халь Пит асла. П. Хусанкай. Аслă хĕр нихăçан та курнăçланмасть, хăйне хăй пысăка хумасть. Э. Волоишна. Хăйне ытлашши мăнна хума хăнăхнă Мюллерăн аякран пулăшу ыйтас килменччĕ. М. Кипек.
См. также:
хăйматлăх кукамай хăйматлăх хĕр хăйматлăх хуньăм хăйматлахлă « Хăйне асла хур » хăйне кура хăйне кура мар хăйне тĕллĕн хăйне хăй хăйнессĕн